

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин уйрăм йывӑҫ ҫуртсем тума ипотекӑна лайӑхлатма хушнă. "Ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ пирки калас пулсан, кунта ипотека инструменчӗсене хастартарах аталантармалла", — тесе пӗлтернӗ вӑл февралӗн 10-мӗшӗнче вӑрман промышленноҫне аталантармалли ыйтусемпе канашлура. Патшалӑх Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех аварилли шайри ҫурт-йӗртен çынсене куçарасси, фельдшерпа акушер пункчӗсем тата ытти социаллӑ объектсем тӑвас ӗҫре йывӑҫ ҫуртсем валли лайӑх малашлӑх пуррине палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА /Александр Гальперин.