Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
14 Нарӑсӑн 2023, 10:44

Пушкӑртра кӗсре сӗтне тӗпе хурса косметика тума тытӑнаҫҫӗ

Палӑртнӑ тӑрӑх, продукцире кӗсре сӗчӗсӗр пуҫне чӑн-чӑн ӳсентӑрансемпе выльӑх-чӗрлӗх компоненчӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Пушкӑртра кӗсре сӗтне тӗпе хурса косметика тума тытӑнаҫҫӗ
Пушкӑртра кӗсре сӗтне тӗпе хурса косметика тума тытӑнаҫҫӗ

Республикӑра кӗсре сӗтне тӗпе хурса косметика производствине хута ярӗç. Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министерстви "Благозавод" ОООна "Благовещенск" хӑвӑрт аталанакан территорин резиденчӗсен реестрне кӗртнӗ. Компани ТОСЭРĕн 35 членӗ пулса тӑрӗ.

Благовещенск районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Голов "Башинформ" агентствине пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта пурнӑҫлама хывнӑ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 3 млн тенкӗпе танлашать. Укҫана производство пӳлӗмӗпе технологи оборудованийӗ туянма яраҫҫӗ. Производствӑна хута яни вунӑ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парать. Компани хуҫисем ҫулталӑкра 6500 тавар туса кӑларма палӑртаҫҫӗ. Вӗсене суту-илӳ сечӗсем урлӑ, ҫавӑн пекех выставкӑсемпе ярмăрккӑсенче пурнӑҫлӗҫ.

Палӑртнӑ тӑрӑх, продукцире кӗсре сӗчӗсӗр пуҫне чӑн-чӑн ӳсентӑрансемпе выльӑх-чӗрлӗх компоненчӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-02-14/v-bashkirii-nachnut-proizvodit-kosmetiku-na-osnove-kobyliego-moloka-3141855

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Голов/vk.com

Пушкӑртра кӗсре сӗтне тӗпе хурса косметика тума тытӑнаҫҫӗ
Пушкӑртра кӗсре сӗтне тӗпе хурса косметика тума тытӑнаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: