Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
14 Нарӑсӑн 2023, 05:49

Пушкӑртстанра электрооборудовани производствин хӑвӑртлӑхӗ самаях ӳснӗ

Кун пирки регион правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

Пушкӑртстанра электрооборудовани производствин хӑвӑртлӑхӗ самаях ӳснӗПушкӑртстанра электрооборудовани производствин хӑвӑртлӑхӗ самаях ӳснӗ
Пушкӑртстанра электрооборудовани производствин хӑвӑртлӑхӗ самаях ӳснӗ

2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Пушкӑртра электрооборудовани производствин ӳсӗмӗ 2021 çулхи тапхӑрпа танлаштарсан, 167% танлашнӑ, профиль предприятийӗсен пӗр пайне ҫӗршывӑн оборонӑпа промышленноҫ комплексне кӗртнӗ. Кун пирки регион правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

ПР правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ, промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министрӗ Александр Шельдяев каланă тăрăх, республика ҫутаткӑҫсем кӑларас енӗпе малти позицисем йышӑнать.

"Пушкӑртстанӑн тӳпи — ҫӗршывра 40% ытла, 80% яхӑн — федерацин Атӑлҫи округӗнче. Чи паллӑ ӳсӗм кабель-проводник продукцийӗн, электронлӑ тата автоматика управленийӗн приборӗсен, ҫыхӑну тытӑмӗн категорийӗсенче", — палӑртнӑ вӑл.

Регион правительствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Пушкӑртстанра электрооборудование вунă ытла компани кӑларать — пӗлтӗр кӑна таварсене 14 миллиард тенке яхӑн тăратнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-02-14/bashkiriya-znachitelno-narastila-tempy-proizvodstva-elektrooborudovaniya-3142061

 

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Пушкӑртстанра электрооборудовани производствин хӑвӑртлӑхӗ самаях ӳснӗ
Пушкӑртстанра электрооборудовани производствин хӑвӑртлӑхӗ самаях ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас