Çутă çул
+7 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Экономика
14 Нарӑсӑн 2023, 12:56

Пушкăртстанра "Урал" туризм зонине йӗркелессине тата "Алга" ОЭЗ анлӑлатассине Мускавра сӳтсе явӗҫ

  Максим Решетников министр пулса курни усӑллӑ пулнӑ.  

Пушкăртстанра "Урал" туризм зонине йӗркелессине тата "Алга" ОЭЗ анлӑлатассине Мускавра сӳтсе явӗҫ
Пушкăртстанра "Урал" туризм зонине йӗркелессине тата "Алга" ОЭЗ анлӑлатассине Мускавра сӳтсе явӗҫ

Уфара Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министрӗ ҫак канмалли кунсенче республикӑра пулса курнине пӗтӗмлетнӗ.

Максим Решетников министр пулса курни усӑллӑ пулнӑ.

ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ишимбай районӗнче федераци ведомствин представителӗсемпе пӗрле Абзелил, Белорецк тата Бурзян районӗсен территорийӗнче "Урал" туризмпа рекреаци зонине тӑвас малашлӑха тишкернӗ.

"Уфимский" индустри паркӗн площадкисене пӑхса тухнӑ чухне "Алга" уйрӑм экономика зонине анлӑлатас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. "Урал" туризмпа рекреаци зонине тума тата "Алга" ОЭЗ составне ҫӗнӗ участоксем кӗртме заявкăсене Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерствине 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен яраҫҫӗ.

Пушкӑрт ертӳлӗхӗ Максим Решетникова ҫӗнӗ пуҫарусем панӑ: ислам банкингӗ валли спецрежим ӗҫе кӗртесси, пилотсӑр авиаци кластерне аталантарасси, Еврази экономика центрне йӗркелесси.

Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министрӗсен съезчӗ 2023 ҫулта Пушкӑрт тӗп хулинче ирттересси ҫинчен калакан сӗнӗве Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министрӗ ырланӑ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-13/v-moskve-obsudyat-sozdanie-v-bashkirii-turisticheskoy-zony-ural-i-rasshireniya-oez-alga-3141525

 

Пушкăртстанра "Урал" туризм зонине йӗркелессине тата "Алга" ОЭЗ анлӑлатассине Мускавра сӳтсе явӗҫ
Пушкăртстанра "Урал" туризм зонине йӗркелессине тата "Алга" ОЭЗ анлӑлатассине Мускавра сӳтсе явӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: