РФ правительстви ял хуҫалӑх предпринимателӗсемпе ял хуҫалӑх кооперативӗсем валли пуҫаракан субсидисем валли "Агростартап" грант виҫине ӳстернӗ. Тивӗҫлӗ постановление премьер-министр алӑ пуснӑ.
Федераци министрсен кабинечӗн пресс-службин информацийӗ тӑрӑх, мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетекенсемшӗн грант виҫи 5 млн тенкӗрен пуҫласа 7 млн тенке ҫити ӳснӗ, ку аш-какайпа сӗт туса илекенсене тивет.
Ӳсентӑран ӗрчетме тата ялхуҫалӑхӗн ытти профилӗсене валли грант 3 млн тенкӗрен пуҫласа 5 млн тенкӗ таран ӳснӗ.
Ялхуҫалӑх потребитель кооперативӗсенче ӗҫлекен выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме тӳлев 6 млн тенкӗрен пуҫласа 8 млн тенкӗ таран ӳсӗ.
Агрокультура ҫитӗнтерекен е ытти хуҫалӑхра ӗҫлекен кооператив членӗсем валли грант 4 млн тенкӗрен пуҫласа 6 млн тенкӗ таран пысӑкланнӑ.
Ҫав постановленипе ял хуҫалӑх потребитель кооперативӗсене тӳлемелли чи пысӑк виҫене 10 млн тенкӗрен пуҫласа 20 млн тенкӗ таран ӳстернӗ. Сӑмах кооператив членӗсенчен тата ҫак кооператива кӗмен хушма хуҫалӑхсен хуҫисенчен ял хуҫалӑх продукцийӗсем туянассипе ҫыхӑннӑ тӑкаксен уйрӑм компенсацийӗ ҫинчен пырать.
Кунсӑр пуҫне постановление агроконтракт – договор условийӗсене ҫирӗплетет, ку договора туса хатӗрлекен предприятисемпе хушма хуҫалӑха тытса пыракан граждансем хушшинче тӑваҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-02-16/pravitelstvo-rossii-uvelichilo-razmery-granta-agrostartap-i-subsidii-dlya-selhozkooperativov-3146057