Кӑҫал Пушкӑртстанра апат-ҫимӗҫ туса илекенсене пулӑшу памалли майсем туса парасси малалла тӑсӑлӗ. Ҫак тӗллевсем валли республика бюджетӗнче 100 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кун ҫинчен правительствӑри оперативлӑ канашлура ПР правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов пӗлтернӗ.
Апат-ҫимӗҫ туса илекенсене субсидисем парасси 2022 ҫулта лайӑх палӑрнӑ. Тӗслӗхрен, тыр-пул хакне стабилизацилеме май паракан тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма федерацинчен 64 млн тенкӗ укҫа-тенкӗ илнӗ. Сӗт отрасльне йӗркелеме федерацин укҫи-тенкине 70 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. 2023 ҫулта ку мерӑна малалла тӑсĕç. Ҫак тӗллевсем валли бюджетран 92 млн тенкӗ уйӑрнӑ. 2022 ҫултан пуҫласа республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе Апат-ҫимӗҫ отрасльне аталантармалли программа шайӗнче патшалӑх пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ мерине палӑртнӑ. Ҫӗнӗ оборудованипе техникӑна туяннӑ тӑкаксен 40 процентне субсидилеме май килнӗ. Ҫакӑ 41 предприятие модернизацилеме май панӑ, вӗсем 100 ытла техникӑпа оборудовани 135 млн ытла тенкӗлӗх туяннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Галина Бахшиева.