Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
1 Мартӑн 2023, 09:11

Пушкӑртра вӑйлӑ тракторсем туса кӑларас енӗпе инвестпроект пурнӑҫланать

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртра вӑйлӑ тракторсем туса кӑларас енӗпе инвестпроект пурнӑҫланать
Пушкӑртра вӑйлӑ тракторсем туса кӑларас енӗпе инвестпроект пурнӑҫланать

Республикӑри Çӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви Раевкăра тракторсемпе ялхуҫалӑх машинисене юсамалли цех тӑвас енӗпе инвестици проектне пурнӑҫлама ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса парасси ҫинчен йышӑну тунă.
– Проекта пурнӑҫлама предприятие 2-3 гектар çĕр кирлĕ. Палӑртакан инвестицисен калӑпӑшӗ - 215 млн тенкӗ. Цеха туса хута ярсан, районта ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем – 67 яхӑн ваканси пулать. Предприятие техника пулӑшӑвне ирттермелли инструментсемпе, приборсемпе хатӗрсемпе, машинӑсене йӗркелемелли хатӗрсемпе тивĕçтерĕç, - пӗлтернӗ ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Рустам Гизатуллин.
– Альшей районӗнчи "Прогресс" ООО пурнӑҫлама палӑртакан инвестици проекчӗ 5-7 туртӑм класӗ йывӑр тракторсем туса кӑларас енӗпе тулли предприяти тума май парать, – тет Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерствин инвесторӗсемпе тата тулаш ҫыхӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен пай начальникӗ Фавзят Ханнанов. – Ҫакӑ республикӑн аграрисене пасарта кирлӗ хаксемлĕ техникăпа тивӗҫтерме май парать.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-27/v-bashkirii-realizuyut-investproekt-po-proizvodstvu-moschnyh-traktorov-3158743

 

 

Пушкӑртра вӑйлӑ тракторсем туса кӑларас енӗпе инвестпроект пурнӑҫланать
Пушкӑртра вӑйлӑ тракторсем туса кӑларас енӗпе инвестпроект пурнӑҫланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: