Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
3 Мартӑн 2023, 16:05

Пушкӑртстанра промышленноҫ сферинчи виҫӗ вӗренӳ кластерӗ йӗркеленӗ

Вӗсем хими, чул кӑларакан тата машинӑсем тӑвакан отрасльсен колледжӗсенче вырнаҫӗҫ.

Ҫав колледжсен студенчӗсем пысӑк квалификациллӗ специалистсем пулса регионпа ҫӗршывӑн ертсе пыракан предприятийӗсене ӗҫе вырнаҫма пултараҫҫӗ. Вӗренӳпе наука министрӗ Айбулат Хажин "Профессионалитет" федераци проекчӗн шайӗнче кластерсем Стерлитамак тата Учалă хулисенче пуласси ҫинчен пӗлтернӗ. Вӗсене тума федераци бюджетӗнчен 300 млн тенкӗ явӑҫтарнӑ. Регион правительствипе предприятийӗсем тата ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Раҫҫейре вӗренӳ кластерӗсем пӗлтӗр предприятисемпе бизнесӑн тӗллевлӗ заказӗ валли специалистсем хатӗрлес тӗллевпе специалистсене йӗркелеме пуҫларӗҫ. Ҫӗршыв правительстви колледжсемпе техникумсен партнерствинче профильлӗ предприятисемпе йӗркеленекен вӗренӳ кластерӗсене грант пулӑшӑвне анлӑлатать. Халӗ СМИ, медицина, вӗренӳ, креативлӑ индустри, пулӑшу ӗҫӗсен, управлени тата туризм енӗпе пулас специалистсене хатӗрлекен вӗренӳ кластерӗсем патшалӑхран грант илме пултараҫҫӗ. Маларах промышленноҫ сферин вӗренӳ-производство кластерӗсене ҫеҫ пулӑшу панӑ.
Пулӑшу памалли заявкӑсем регионсене, ҫавӑн пекех федераци ӗҫ тӑвакан влаҫӗн професси пӗлӗвӗн учрежденийӗсем ертсе пыракан органӗсене яма пултараҫҫӗ. Субсидие вӗсем Ҫутӗҫ министерстви ирттерекен конкурс суйлавӗн результачӗсем тӑрӑх илме пултараҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-02/tri-obrazovatelnyh-klastera-v-sfere-promyshlennosti-sozdadut-v-bashkirii-v-2023-godu-3162564

Пушкӑртстанра промышленноҫ сферинчи виҫӗ вӗренӳ кластерӗ  йӗркеленӗ
Пушкӑртстанра промышленноҫ сферинчи виҫӗ вӗренӳ кластерӗ йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: