Хулара "Дюртюли. Пушкӑртстанри юханшыв хапхи" проект пурнӑҫланать.
Пӗлтӗр проект пӗчӗк хуласемпе истори поселенийӗсенче хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисенчен пӗри пулса тӑнă.
– Дюртюлинче лайӑх, шухӑшласа тунӑ проект. Чи кирли вӑл-халӑхпа килӗшни. Укҫа-тенкӗ - федерацин тата пирӗн, республикăн, - каласа панă Радий Хабиров социаллӑ сетьсенче.
– Ҫанталӑк ирӗк парсан, ӗҫе часах пуҫлатпӑр. Дюртюлисĕр пуҫне пирӗн пӗтӗм республикипе те проектсем нумай. Хӑтлӑх калӑпӑшӗ пысӑк – парксем, скверсем, уҫӑлса ҫӳремелли зонӑсем, килкартисем. Ку ӗҫ пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ, - палӑртнă Радий Хабиров.