"Дога" компанийӗ, "Алга" уйрӑм экономика зонин резиденчӗ пулнӑскер, ырӑ шӑршӑллӑ углеводородсем туса кӑларма 2 миллиард тенкӗ чухлӗ ҫӑмӑллӑхлӑ заем илнӗ. Ку вӑл ПР правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, импорта улӑштаракан 33 проектран пӗри.
Инвестор углеводород газӗсене ароматлӑ углеводородсене-бензолпа толуол-ксилоль фракцине вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫак продукци пӗтӗм тӗнчипе кирлӗ, ӑна эмел, пластмассӑсем, сӑрăсем туса кӑларас ӗҫре усӑ кураҫҫӗ. Палӑртнӑ хӑватпа тухнӑ чухне предприяти ют ҫӗршыв производителӗсем тухса кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ вырӑна йышӑнса хамăр çĕршыв пасарне туллин тивӗҫтерме пултарать. Паянхи кун проекта инвестицисен калӑпӑшӗ 4,8 миллиард тенкӗпе танлашать, 117 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленет.
Паянхи кун "Алга" ОЭЗ территорийӗнче 12 резидента инвестици калӑпӑшӗпе 40 миллиард ытла тенкӗ регистрациленӗ. Малашлӑхра предприятисемпе резидентсем икӗ пин ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ. "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, "Алга" индустри паркӗн территорийӗнче "Уфимский" зона анлӑланӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-03-07/rezident-osoboy-ekonomicheskoy-zony-alga-v-bashkirii-poluchil-lgotnyy-zaem-na-razvitie-proizvodstva-3168127
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.