Кун ҫинчен Пушкӑрт Республикин Правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче ПР ЖКХ министрӗн ĕçне тивĕçтерекен Ирина Голованова каласа панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ социаллӑ объектсем, шкулсем тата ача сачӗсем патне пымалли майсене ҫутатассипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва самаях лайӑхлатать.
Республика муниципалитет пӗрлӗхӗсенче тулашри ҫутта лайӑхлатмалли программӑ 2019 ҫултанпах Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарӑвӗпе пырать. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа 40 пин ытла ҫутаткӑҫ вырнаҫтарса лартма май килнӗ. Икҫӗр миллион тенкӗ – 2720 ытла тӗрек тата ҫутаткӑҫ лартма, хӑй тӗллӗн усӑ куракан 136 километр провода юсама палӑртнӑ пысӑк сумма. 63 муниципалитет программӑна хутшӑнни те савӑнтарать. Тата 100 млн тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ хушма тупӑнать. Ӗҫсене августӑн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Уҫӑ ҫӑлкуçран.