Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
10 Мартӑн 2023, 13:36

Радий Хабиров Пушкӑртстан ҫӗрӗнче Раҫҫейри пӗрремӗш сӗтел-пукан кластерӗ мӗнле ӗҫленине кӑтартнӑ

Кластер пӗр ҫул каялла Туймазăри "Корона" предприятинче йӗркеленнӗ.

Туймазăри "Корона" предприятийӗнче туса хатӗрленӗ пӗрремӗш сӗтел-пукан кластерӗнче матрассем кӑларас енӗпе лини хута янă. Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, ку компанин туса кӑларассин иккӗмӗш черечӗ. Кӑларӑм калӑпӑшӗ - уйӑхне 15 пин матрас. Интереслӗ, продукцие нумай ыйтаççĕ, поставкӑсем валли черет йӗркеленнӗ.
Ҫак цеха тума инвестицисен калӑпӑшӗ 450 млн тенкӗпе танлашнӑ. Радий Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, республика кредитпа процент ставкин пӗр пайне, ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑхлӑ заемсемпе тивӗҫтермелли проекта ырланӑ. Унсӑр пуҫне инвестора оборудовани, чӗртавар тата материалсем туянма тӑкаксен пӗр пайне компенсациленӗ.
Радий Фаритович Пушкӑртстанра промышленноҫ кластерӗсене аталантарма ставка тунине палӑртнӑ. Хабиров предприятисен пӗрлешӗвӗ импорта пӑхӑнса тӑрассине чакарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, продукци туса кӑларассинчен пуҫласа ӑна пурнӑҫличчен тухӑҫлӑ логистикӑна ӑнӑҫлӑн йӗркелеме май парасса шаннӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-09/radiy-habirov-pokazal-kak-rabotaet-v-bashkirii-pervyy-rossiyskiy-mebelnyy-klaster-3170386

Радий Хабиров Пушкӑртстан ҫӗрӗнче Раҫҫейри пӗрремӗш сӗтел-пукан кластерӗ мӗнле ӗҫленине кӑтартнӑ
Радий Хабиров Пушкӑртстан ҫӗрӗнче Раҫҫейри пӗрремӗш сӗтел-пукан кластерӗ мӗнле ӗҫленине кӑтартнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: