Каныкайра пурăнакан Артур Васильев ҫинчен сахал кам илтнӗ пулӗ-ха. Анчах ҫывӑх вӑхӑтра вӑл хӑй ҫинчен хыттӑн та кулмасӑр каласа парӗ. Ӗҫ акӑ мӗнре: вӑл килти условисенче çуйăн ӗрчетме тытӑннӑ. Ҫурт лартнӑ, оборудованисемпе пулӑ лӗкки туяннӑ. Пӗтӗм производствӑна - пулӑ туянассинчен тата ӳстерессинчен, сӑнавсемпе анализсем иличчен-тӗплӗн вӗренсе ҫитнĕ. Паян унӑн пысӑк мар хуҫалӑхӗнче 1500 ытла çуйăн ҫитӗнет. Ҫывӑх вӑхӑтра Артур пулăсене тавар виҫи таран ӳстерме тата пулӑ лӗкки туянма палӑртать. Малашлӑхра Артурăн производствӑна анлӑлатасси, пулă продукцине пурнӑҫласси, копчени йӗркелесси.
Сӑмах май каласан, гурмансем унран халӗ самаях пысӑк ҫуйӑнсем туянма пултараҫҫӗ. Ҫуйӑн какайӗ питӗ тутлӑ та ачаш, теҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.