

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2022 ҫулхи чи пӗлтерӗшлӗ кӑтарту тесе РФ экономика суверенитетне кӗске вăхăтра ӳстернине каланӑ. Кун ҫинчен вӑл мартӑн 14-мӗшӗнче Улан-Удэ хулине ĕçпе кайса килнӗ чухне пӗлтернӗ.
"Раҫҫейĕн ҫак ҫул хушшинче хӑйӗн аталанӑвӗн питӗ кирлӗ тапхӑрӗ иртрӗ, тен, ку 2022 ҫулхи чи пӗлтерӗшлӗ результат пулӗ. Вӑл акӑ мӗнре: эпир хамӑрӑн экономика суверенитетне ӳстертӗмӗр", - терӗ президент.
Вӑл Раҫҫей тӑшманӗсем ҫӗршыв "тепӗр ик-виҫӗ эрнерен е уйӑхран" ишӗлсе анасса шаннине палӑртнă.
Путин Раҫҫей предприятийӗсем РФ ӗҫтешӗсем ҫӗршывпа ӗҫлеме килӗшменнипе чарӑнасса шаннине палӑртнӑ. Хӗвеланӑҫӗнче ҫӗршыв "шалтан силленсе ишӗлсе анасса» кӗтеҫҫӗ.
"Акӑ мӗне шута илнӗ, анчах ку пулман", - палӑртнă Президент.
Пӗлтӗрхи экономикӑри кӑткӑслӑхсем ҫӗршыва "усӑллӑ кӑна" пулнă, - палӑртнӑ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Владимир Трефилов.