Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей УФНСĕ 2022 ҫулхи деклараци кампанийӗн пӗтӗмлетӗвне йӗркеленӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра пурӑнакансем уйрăм ҫынсен тупӑшӗсем валли налук енӗпе 486 пин ытла налук декларацийӗ тӑратнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 4,1 процент ытларах.
Асӑннӑ декларацисен тӗп пайӗ е пӗтӗмӗшле шутран 88 проценчӗ, налук тӳлекенсем 1 млн тенке ҫити тупӑш паракан декларацисем пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫав хушӑрах ведомствӑра республикӑра кашни ҫулах палӑртнӑ налук расчечӗсен сумми те ӳснине палӑртнӑ. Ҫапла налук декларацийӗсенче бюджетран тавӑрса памалли укҫа-тенкӗ 10,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.
Пушкӑртстанра декларацисене пама ытларах электронлӑ тӗспе усӑ кураҫҫӗ, ҫавна май Раҫҫей ФНС сайчӗ ҫинче "Личный кабинет для физических лиц" интерактивлӑ сервиспа усӑ кураҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-03-16/v-bashkirii-podschitali-millionerov-3178722