Пушкӑртстанри Салаватри катализатор завочӗ композитлӑ катализаторсен производствине хута яма федераци аталанӑвӗн фондĕнчен ҫӑмӑллӑхлӑ заем илнӗ. Кун пирки "Башинформа" регион правительствинче пӗлтернӗ. Укҫа-тенке пилĕк ҫуллӑх "Аталану проекчӗсем" программа шайӗнче уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ производство хӑвачӗ ҫулсерен 2,5 пин тонна пулнине тата 60 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панине палӑртаҫҫӗ.
Малтанхи катализаторсене ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче кӑлармалла — вӗсене топливӑпа энергетика комплексӗн предприятийӗсенче усӑ курма палӑртнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-03-14/zavod-v-bashkirii-poluchil-sredstva-dlya-proizvodstva-importozameschayuschih-katalizatorov-3176979
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Правительстви.