Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
21 Мартӑн 2023, 11:57

Пушкӑртра ял хуҫалӑх техникине кӑларас енӗпе икӗ ҫӗнӗ производство хута янӑ

  Паян Уфара "АгроКомплекс" пӗтӗм тӗнчери 33-мӗш выставка шайӗнче ял хуҫалӑх техникин икӗ производствине хута янӑ.  

"Матрикс Универсал" компанинче ял хуҫалӑх техникине тивӗҫтерес, юсас тата ҫӗнетес енӗпе ӗҫлекен предприятисем, "Фермер РБ" гусеницӑллă тракторсене пысӑк тупӑшлӑ пухас ӗҫе йӗркеленӗ. Вӗсене Минск трактор завочӗн тытӑмне кӗрекен Мозырьти машина тӑвакан завод производствин "Беларус-2103" тракторӗнчен кӑларӗҫ.

"Кун пек техника пирӗн аграрисене питӗ кирлӗ, вӑл уй-хирсенче ӗҫлеме май парать, ҫӗре сахал витӗм кӳрет. Паян регионта ҫак класри гусеницӑллӑ тракторсене альтернативлӑ улăштаракансем ҫук. Ҫулталӑкра ҫавӑн пек 100 машина кӑларасса шанатпӑр. Ку -Беларуçри ӗҫтешсемпе пӗрле ӗҫленин тӗслӗхӗсенчен пӗри. Кашни утӑм хыҫҫӑн утӑм эпир партнерсемпе ҫирӗп те ӗҫлӗ хутшӑнусем йӗркелесе пыратпӑр, ҫакӑ лайӑх тупăш парать", - тесе ҫырнӑ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллӑ сетьсенчи хӑйӗн страницинче.

Стерлитамак районӗнче "БашАгроМаш" компанин ҫӗнӗ цехӗ - "Чулпан-100" косилкӑсем тӗпрен пухас енӗпе ӗҫлеме пуҫланă. Ял хуҫалӑх машинисене пӗтӗмпех Пушкӑртстанра тунӑ. Двигательсем вӗсем валли Минскри мотор заводӗнче тӑваҫҫӗ.

Кӑҫал "АгроКомплекс" куравра 340 экспонент хутшӑнать Раҫҫейӗн 37 регионӗнчен, Китайран, Кыргызстанран, Кӑнтӑр Корейӑран, Турцирен, Беларуҫ Республикин Гродно облаҫӗн коллективлӑ экспозицийӗ тӑратнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-03-21/v-bashkirii-zapustili-dva-novyh-proizvodstva-po-vypusku-selhoztehniki-3185126

Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн социаллӑ сечӗсем.

Пушкӑртра ял хуҫалӑх техникине кӑларас енӗпе икӗ ҫӗнӗ производство хута янӑ
Пушкӑртра ял хуҫалӑх техникине кӑларас енӗпе икӗ ҫӗнӗ производство хута янӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: