Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
22 Мартӑн 2023, 13:01

Пушкӑртстан завочӗ спорт тата реабилитаци хатӗрӗсем туса кӑларать

Белорецк предприятийӗн продукцийӗ тухса кайнӑ импорта тавӑрма пулӑшӗ.

Пушкӑртстан завочӗ спорт тата реабилитаци хатӗрӗсем туса кӑларать
Пушкӑртстан завочӗ спорт тата реабилитаци хатӗрӗсем туса кӑларать

Белорецк предприятийӗн продукцийӗ тухса кайнӑ импорта тавӑрма пулӑшӗ.

Белорецк "Уралти спорт инвентарӗн завочӗ" 2023 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче хурҫӑпа чугун тӗрӗс шӑратмалли производствӑна хута яма хатӗрленет, унта 110 млн тенкӗ инвестици хывнӑ. УЗСИ сиплев физкультура тата инвалид ҫынсем валли спорт тата реабилитаци хатӗрӗсем кӑларма палӑртать, - пӗлтернӗ ПР Промышленноç министерстви.

Хамăрăн литейлӑ производствăна Анӑҫ санкцисен вăхăтĕнче ӳсекен хамăр çĕршыв спорт оборудованийӗпе тивӗҫтерме май парать, палӑртаҫҫӗ ведомствӑра.

Инвестор республика ҫӗнӗ программи шайӗнче реабилитаци хатӗрӗсем туса илекенсем валли пулӑшу илӗ, ҫав программӑпа оборудовани туянма тӑкаксен 50% таран субсидициленӗ. Ҫак мерӑна пурнӑҫлама республика бюджетӗнче 20 млн тенкӗ хывнӑ.

"Ют ҫӗршыв компанийӗсем кайнӑ май эпир ыйтӑва уҫҫӑнах куратпӑр. РФ Спорт министерствин приказӗсене тивӗҫлӗ продукци сӗнме планлатпӑр", - каласа панӑ компани директорӗ Азат Вильданов.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-03-21/bashkirskiy-zavod-budet-vypuskat-sportivnoe-i-reabilitatsionnoe-oborudovanie-3185437

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Промышленноç министерстви.

Пушкӑртстан завочӗ спорт тата реабилитаци хатӗрӗсем туса кӑларать
Пушкӑртстан завочӗ спорт тата реабилитаци хатӗрӗсем туса кӑларать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: