Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
24 Мартӑн 2023, 21:57

Пушкӑртра "Таврос Агропарк" агропромышленноҫ паркӗ пулӗ

Кун пирки "Инвестчасра" "Урал аш-какай компанийӗн" гендиректорӗ Ринат Зайнуллин пӗлтернӗ.

Пушкӑртра "Таврос Агропарк" агропромышленноҫ паркӗ пулӗ
Пушкӑртра "Таврос Агропарк" агропромышленноҫ паркӗ пулӗ

Кун пирки "Инвестчасра" "Урал аш-какай компанийӗн" гендиректорӗ Ринат Зайнуллин пӗлтернӗ.
Предприяти ертӳҫи "Таврос Агропарк" агропромышленноҫ паркӗн проектне тӑратнӑ, вӑл Пушкӑртри Уфа районӗнчи Подымалово ялӗнчен инҫех мар вырнаçĕ. Ку ял хуҫалӑх продукцине тирпейлес сферӑри пулас резидентсем валли хӑйне евӗрлӗ площадка пулать. Инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 10 миллиард тенкӗпе танлашать.
Ринат Зайнуллин агропаркра 80 ҫынна яхӑн ӗҫлессине палӑртнӑ. Каярахпа специалистсен шучӗ 500 ҫын таран ӳсме пултарать.
Проекта Пушкӑрт правительствинче хакланӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫакӑн пек пысӑк комплекслӑ проект питӗ яваплӑ пулнине палӑртнӑ.
- 2023 ҫулхи июнь уйӑхӗнче инвесторсен строительствӑна пуҫламалла, - тенĕ вӑл.
Палӑртса хӑвармалла, проект приоритетлӑ статус илнӗ. Ҫакӑ инвесторсем пулӑшу мелӗсемпе усӑ курма пултарассине пӗлтерет.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-24/v-bashkirii-poyavitsya-novyy-agropromyshlennyy-park-tavros-agropark-3189494

 

 

Пушкӑртра "Таврос Агропарк" агропромышленноҫ паркӗ пулӗ
Пушкӑртра "Таврос Агропарк" агропромышленноҫ паркӗ пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: