Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
29 Мартӑн 2023, 07:20

Путин Самара облаҫӗн губернаторĕпе Азаровпа АвтоВАЗ ӗҫне сӳтсе явнӑ

#владимирпутин

Путин Самара облаҫӗн губернаторĕпе Азаровпа АвтоВАЗ ӗҫне сӳтсе явнӑПутин Самара облаҫӗн губернаторĕпе Азаровпа АвтоВАЗ ӗҫне сӳтсе явнӑ
Путин Самара облаҫӗн губернаторĕпе Азаровпа АвтоВАЗ ӗҫне сӳтсе явнӑ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Самара облаҫӗн пуҫлӑхӗпе Дмитрий Азаровпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Кремль пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулура, сӑмахран, "АвтоВАЗ" завод ӗҫне, ҫавӑн пекех регионти наци проекчӗсене пурнӑҫланине сӳтсе явнӑ.

Губернатор палӑртнӑ тӑрӑх, маларах патшалăх Пуҫлӑхӗн АвтоВАЗпа Тольятти монохулана пулӑшу пама панӑ распоряженисен шайӗнче 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх завод 220 пин машина комплекчӗ тунӑ.

АвтоВАЗăн ҫӗнӗ управлени командин йышӑнӑвӗсене тата РФ Президенчӗн хушӑвӗсене пула Петербургри экономика форумӗн шайӗнче палӑрнӑ пулӑшу мерисене пула июнь уйӑхӗнче АвтоВАЗ анӑҫри санкцисен пӗрремӗш тапхӑрне тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн каллех ӗҫе пуçланă.

"Иккӗмӗш ҫур ҫула пӗлтӗрхи шайра ӗҫлерӗмӗр. Предприятин планӗсем тепӗр ҫул — 400 пин автомобильпе машинокомплектран кая мар кӑларасси", - пӗлтернӗ Азаров.

https://iz.ru/1489692/2023-03-28/putin-obsudil-rabotu-avtovaza-s-gubernatorom-samarskoi-oblasti-azarovym

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: РФ Президенчӗн официаллӑ сайчӗ.

Путин Самара облаҫӗн губернаторĕпе Азаровпа АвтоВАЗ ӗҫне сӳтсе явнӑ
Путин Самара облаҫӗн губернаторĕпе Азаровпа АвтоВАЗ ӗҫне сӳтсе явнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас