Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
6 Апрелӗн 2023, 13:03

Пушкӑртстанра тулти ҫутӑпа коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетӗҫ

2023 ҫулта уйрӑм тимлӗх уйӑракан тепӗр ҫул-йĕр — тулашри ҫутату системине лайӑхлатасси.

Пушкӑртстанра тулти ҫутӑпа коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетӗҫ
Пушкӑртстанра тулти ҫутӑпа коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетӗҫ

Республикӑра чи кирлӗ программӑсенчен пӗри – "Пушкӑрт картишӗсем" - ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. 2023 ҫулта ҫак программа шайӗнче 30 муниципалитетӑн 206 картишлӗ территорине хӑтлӑлатӗҫ. Кӑҫалхи программа бюджетне 200 млн тенкӗлӗх пысӑклатнӑ тата 2023 ҫулхи ҫӗнетнӗ картишсенче 1 миллиард 200 млн тенкӗпе танлашнӑ, хальхи оборудованиллӗ тата пулӑшу паракан витӗмлӗ ачасемпе спорт вӑййисем валли хӑтлӑ площадкӑсем, хушма ҫутӑ тата видеонаблюдени, анлӑ парксемпе проездсем туса лартӗҫ.

2023 ҫулта уйрӑм тимлӗх уйӑракан тепӗр ҫул-йĕр — тулашри ҫутату системине лайӑхлатасси. Чи малтанах сӑмах социаллӑ инфратытӑм объекчӗсем ҫинчен пырать.

– Кӑҫал пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ комплекс пайӗнче пирӗн умра темиҫе задача тӑрать. Республика Пуҫлӑхӗ хушнипе халӑх пурӑнакан вырӑнсене тул енчен ҫутатмалли тытӑмсене лайӑхлатмалли программӑна ҫӗнететпӗр. Бюджетра 200 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. 2,7 пин ытла тӗрев (юпа) тата ҫутаткӑҫ лартӑпӑр. Чи малтан тӗп социаллӑ объектсем патне пымалли ҫулсене ҫутатӑпӑр. Икӗ ҫул хушшинче 435 километр сете улӑштарӑпӑр. Ҫак тӗллевсем валли 6 миллиард тенке яхӑн финансировани пӑхса хӑварнӑ, — ӑнлантарса панă Андрей Назаров.

ПР ЖКХ Министерстви 2023-2024 ҫулсенче регионти программӑна пурнӑҫланӑ 2 ҫул хушшинче 435 ҫухрӑм тӗп юсавне пурнӑҫлама палӑртнӑ мероприятисен переченьне йӗркеленӗ. Плана 91 мероприяти кӗнӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, программӑна ҫитес ҫулсенче пурнӑҫлани ҫулталӑкра коммуналлӑ инфратытӑмӑн 280 ҫухрӑмӗнчен кая мар сетьне улӑштарма май парать.

Ҫӑлкуҫӗ: https:/pravitelstvorb.ru/news/20589/

 

Пушкӑртстанра тулти ҫутӑпа коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетӗҫ
Пушкӑртстанра тулти ҫутӑпа коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: