2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Пушкӑртстан "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци проекчӗн шайӗнче явӑҫтарнӑ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗпе Мускавпа Свердловск облаҫӗсем хыҫҫӑн 3-мĕш вырӑн йышӑнать. 2022 ҫулта регион Правительствин ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗ — хула тата ял хутлӑхӗн пахалӑхне лайӑхлатасси, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен шанчӑклӑхне ӳстересси.
– Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха бюджет укҫи-тенкине 28 миллиард тенкӗ хывнӑ. Ку юлашки вунӑ ҫул хушшинче чи пысӑк укҫа-тенкĕ. Тӑватӑ ҫул хушшинче 560 общество анлӑхне хӑтлӑлатнӑ. Ҫак тӗллевсем валли 2 миллиарда яхӑн тенкӗ явӑҫтарнӑ, - палӑртнă ПР Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров. Юлашки темиҫе ҫул хушшинче республикӑра чӑнах та хӑтлӑх кӗртмелли анлӑ ĕçсем туса ирттернӗ. Нумай ҫул ҫӗнетмен общество территорийӗсене йӗркене кӗртнĕ. Ӗҫсене ҫурт-йӗр территорийӗсене хӑтлӑх кӗртессипе, ҫуртсен фасачӗсене юсассипе, ҫул-йӗр витӗмне ҫӗнетессипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне республика пӗчӗк хуласемпе историлле поселенийӗсенче хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне хастар хутшӑнать. 2019 ҫултан пуҫласа Пушкӑртстанри 27 проект конкурсра ҫӗнтернӗ.
Информаци ҫӑлкуҫӗ: pravitelstvorb.ru