Çутă çул
+9 °С
Облачно
Экономика
7 Апреля 2023, 06:41

Уфари пулас радиоэлектронлӑ технопаркӑн резиденчӗсем Раҫҫейпе Беларуç компанисем пулӗҫ

Пулас радиоэлектронлӑ "РВ-1" технопаркӑн потенциаллă резиденчӗсем Уфари, Минскри, Санкт-Петербургри компанисем шутланаҫҫӗ.

Уфари пулас радиоэлектронлӑ технопаркӑн резиденчӗсем Раҫҫейпе Беларуç компанисем пулӗҫУфари пулас радиоэлектронлӑ технопаркӑн резиденчӗсем Раҫҫейпе Беларуç компанисем пулӗҫ
Уфари пулас радиоэлектронлӑ технопаркӑн резиденчӗсем Раҫҫейпе Беларуç компанисем пулӗҫ

Пулас радиоэлектронлӑ "РВ-1" технопаркӑн потенциаллă резиденчӗсем Уфари, Минскри, Санкт-Петербургри компанисем шутланаҫҫӗ. Технопарк проекчӗ федераци финанс пулӑшӑвне илме Раҫҫей Минпромторгӗнче ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ӑна йӗркелеме федераципе республика укҫи-тенкине 1,2 миллиард тенкӗ хывма палӑртнӑ. Кун ҫинчен Пушкӑртстан Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров Пушкӑртстанри парламентарисем умӗнче ҫуллен отчет тунӑ чухне каласа панӑ.
"РВ-1" радиоэлектронлӑ технопарк проекчӗ электронлӑ промышленноҫ сферинче объектсем тума палӑртнӑ. 2030 ҫул тӗлне 370 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ, радиоэлектронлӑ промышленноҫ продукцийӗ вӑй-хӑват резиденчӗсене пӗтӗмӗшле кӑларасси 3,6 миллиард ытла тенкӗпе танлашать.
Пушкӑртстан "Университет технологи предпринимательствин платформи" федераци проекчӗн шайӗнче конкурс ҫӗнтерӳҫисен шутне кӗнӗ, 2022 ҫулта регионта университет стартап-студийӗ йӗркеленнӗ. Унӑн аталанӑвне ҫитес виҫӗ ҫулта 300 млн тенкӗ явӑҫтарӗç.
Ҫак ӗҫ результачӗсене федераци шайӗнче тивӗҫлипе хакланӑ, — палӑртнӑ Пушкӑртстан Правительствин председателӗ. Регион промышленноҫ политикин тухӑҫлӑхӗн рейтингӗнче икӗ ҫул умлӑн-хыҫлӑн пӗрремӗш вырӑн йышӑнать.
https://tuvest.ru/articles/common_material/2023-04-07/rezidentami-buduschego-radioelektronnogo-tehnoparka-v-ufe-stanut-kompanii-iz-rossii-i-belarusi-3209468

 

Уфари пулас радиоэлектронлӑ технопаркӑн резиденчӗсем Раҫҫейпе Беларуç компанисем пулӗҫ
Уфари пулас радиоэлектронлӑ технопаркӑн резиденчӗсем Раҫҫейпе Беларуç компанисем пулӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас