Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
8 Апрелӗн 2023, 19:55

Пушкӑртстанри бюджет социаллӑ ҫул-йӗре, шайлашулӑха тата ҫирӗплӗхе упрать

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстанри бюджет социаллӑ ҫул-йӗре, шайлашулӑха тата ҫирӗплӗхе упрать
Пушкӑртстанри бюджет социаллӑ ҫул-йӗре, шайлашулӑха тата ҫирӗплӗхе упрать

2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, коронавирус пандемийӗ, ҫавӑн пекех санкцисем пулассипе ҫыхӑннӑ мӗнпур тӗрӗслевсемпе хӑрушлӑхсене пӑхмасӑр, Пушкӑрт бюджетне шайлаштарассине тата пӗрремӗш черетри обязательствӑсене пурне те пурнӑҫлассине тивӗҫтерме май килнӗ, - пӗлтернӗ ПР Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров хӑйӗн Патшалăх Пухăвне - Курултайне правительствăн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗл результачӗсем ҫинчен отчет парса тухса каланӑ чухне. "2022 ҫулта налук политики енӗпе вӑхӑтлӑ йышӑнусем тата хушма тупӑш ҫӑлкуҫӗсене шыраса тупасси бизнесӑн ӗҫри хастарлӑхне сыхласа хӑварма, социаллӑ сферӑра япӑх мар туртӑмсене тытса чарма май панӑ. Раҫҫей бюджет тытӑмне республика территорийӗнчен 586 миллиард тенкӗ тупӑш илнӗ", - палӑртнӑ ПР Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров. Федераци центрӗнчен килсе кӗни 98 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, вӗсенчен тӗллевсӗр пулӑшу – 25 миллиард тенкӗ, тӗллевлӗ пурнӑҫланисем - 73 миллиард тенкӗ. Бюджета пурнӑҫланӑ чухне, малтанхи планпа танлаштарсан, федераци бюджетӗнчен 20 миллиард ытла тенкӗ хушса явӑҫтарнӑ. Геополитика лару-тӑрӑвӗ тата санкцисем йышӑннӑ обязательствӑсене пурнӑҫлама чарман, 2022 ҫулта тӑкаксен планлӑ калӑпӑшне 33 миллиард тенке яхӑн ӳстернӗ. Социаллӑ политикӑна, вӗренӗве, сывлӑх сыхлавне, культура, физкультура тата ытти социаллӑ сферӑсене финанспа тивӗҫтерме 244 миллиард ытла тенкӗ янӑ. СВОна хутшӑнакан граждансен ҫемйисене пулӑшу памалли мероприятисен планне пурнӑҫланӑ шайра пулӑшу памалли 33 мерӑна палӑртнӑ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-07/byudzhet-bashkortostana-sohranyaet-sotsialnuyu-napravlennost-sbalansirovannost-i-stabilnost-3210724

Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.    

Пушкӑртстанри бюджет социаллӑ ҫул-йӗре, шайлашулӑха тата ҫирӗплӗхе упрать
Пушкӑртстанри бюджет социаллӑ ҫул-йӗре, шайлашулӑха тата ҫирӗплӗхе упрать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: