Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Экономика
9 Апрелӗн 2023, 16:02

Пушкӑртра инвестици калӑпӑшӗ 512 миллиард тенкӗпе 105,9 процент хӑвӑртлӑхпа танлашнӑ

Сӑмахне вӗҫленӗ май Андрей Назаров каллех тӗп тӗллевӗ улшӑнманнине – Пушкӑртстана пурнӑҫшӑн чи лайӑх регион тӑвассине палӑртнă.

Пушкӑртра инвестици калӑпӑшӗ 512 миллиард тенкӗпе 105,9 процент хӑвӑртлӑхпа танлашнӑ
Пушкӑртра инвестици калӑпӑшӗ 512 миллиард тенкӗпе 105,9 процент хӑвӑртлӑхпа танлашнӑ

Министрсен кабинечĕн ертӳҫи Пушкӑрт Республикин Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайăн парламенчӗн аллӑ иккӗмӗш ларӑвӗнче регион инвестклимачӗ ҫинчен пӗлтернӗ.

 Андрей Назаров пӗлтӗр республика Правительстви ӗҫлӗ климата лайӑхлатас тата инвестици активлӑхне хавхалантарас енӗпе малалла ӗҫленине палӑртнă.

– Республика Пуҫлӑхӗн стратегилле 310-мӗш Указӗн шайӗнче эпир хамӑр валли пысӑк тӗллев лартрӑмӑр – 2024 ҫул тӗлне кашни ҫул 500 миллиард тенкӗрен кая мар инвестици тивӗҫтересси. Ку задачӑна эпир малтанах пурнӑҫларӑмӑр. Региона инвестицисен калӑпӑшӗ 512 миллиард тенкӗпе 105,9 процентпа танлашнӑ, – пӗлтернӗ министрсен кабинечĕн ертӳҫи.

Премьер-министр регионта регионти инвестици стандарчӗ ӗҫе кӗртнине тата лайӑх ӗҫленине палӑртнă. Пушкӑртстан  инвестици климачӗн тӑрӑмӗн наци рейтингӗн лидерӗсен пилӗк регионне иккӗмӗш хут умлӑн-хыҫлӑн кӗнӗ. Ҫулталӑк вӗҫнелле федерацин ҫӗр айӗнчи усӑллӑ тупӑш сферинче 70 миллиардлӑ инвестици проектне пурнӑҫлама палӑртакан капитал сӗнӗвӗсене хӳтӗлесси тата хавхалантарасси ҫинчен калакан килӗшӗвне вӗҫлеме пӗрремӗш заявка панă.

Правительство Председателӗ каланӑ тӑрӑх, ҫак кӑткӑс ӗҫ кӑтартӑвӗ 58 пине яхӑн ӗҫ вырӑнӗ туса хурасси пулса тӑрать.

Правительство экономика блокӗн ертӳҫи инвесторсем валли хӑтлӑ условисем инвесторсен инвестици саккунӗсене лайӑхлатас енӗпе депутат корпусӗпе пӗрле конструкторлӑ ӗҫленине пула йӗркеленнине палӑртнӑ. Паян инвесторсене патшалӑх пулӑшӑвӗн анлӑ палитри, ҫав шутра налук ҫӑмӑллӑхӗсен формипе, инвесторсен оборудовани туянма, кредитсем тӑрӑх процент ставкине субсидилеме, инвестици проекчӗсем пурнӑҫланакан ҫӗр лаптӑкӗсен инфратытӑмӗпе тата инженери коммуникацийӗсемпе тивӗҫтермелли условисем туса пама инвесторсене ҫӗр лаптӑкӗсене суту-илӳ тумасӑр тара пама, субсидилеме уйӑрса параҫҫӗ.

Сӑмахне вӗҫленӗ май Андрей Назаров каллех тӗп тӗллевӗ улшӑнманнине – Пушкӑртстана пурнӑҫшӑн чи лайӑх регион тӑвассине палӑртнă.

Текстпа сӑнӳкерчӗкĕ: ПР правительствин порталӗ.

 

Пушкӑртра инвестици калӑпӑшӗ 512 миллиард тенкӗпе 105,9 процент хӑвӑртлӑхпа танлашнӑ
Пушкӑртра инвестици калӑпӑшӗ 512 миллиард тенкӗпе 105,9 процент хӑвӑртлӑхпа танлашнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: