Уфара ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен ВДНХ-Экспора иртекен Экологи форумӗн шайӗнче икӗ пушкӑрт предприятийӗ ӗҫри хупӑ цикл экономикине кӑтартса панӑ. Вӗсем экологи инновациллӗ упаковкинче "Красный ключ" шывне тӑратнӑ - савăта ПОЛИЭФ туса хатӗрленӗ Vivilen полимерлӑ гранулран тунӑ.
ПР Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ-промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министрӗ Александр Шельдяев ПЭТ производствине иккӗмӗш ресурс явӑҫтарни – 2025 ҫулчченхи ҫирӗп аталану енӗпе ПОЛИЭФ стратегийӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ тесе шутлать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку стратегие пурнӑҫлани – регионти икӗ производитель пӗрлехи проект.
Интереслӗ, инновациллӗ полимерлӑ гранула тума чӗртавар вырӑнне регионти каяшсене уйрӑм пухмалли программа шайӗнче пухса хатӗрленӗ пластик бутылкӑсемпе усӑ кураҫҫӗ. "ПОЛИЭФ" АО генеральнӑй директорӗ Павел Романенко "симӗс" гранулран тунӑ бутылкӑри шыв вӑл - Пушкӑртстанра хупӑ цикл экономики мӗнле ӗҫленин конкретлӑ тӗслӗхӗ пулать те ӗнтӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-12/bashkirskiy-proizvoditel-predstavil-vodu-v-ekologichnyh-butylkah-iz-plastika-proizvedennogo-na-polief-3217291
Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.