Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
12 Апрелӗн 2023, 06:44

Путин Раҫҫейре "Пӗрле ĕҫлесе илетпӗр" проекта сарма чӗнсе каланӑ

#владимирпутин

Путин Раҫҫейре "Пӗрле ĕҫлесе илетпӗр" проекта сарма чӗнсе каланӑПутин Раҫҫейре "Пӗрле ĕҫлесе илетпӗр" проекта сарма чӗнсе каланӑ
Путин Раҫҫейре "Пӗрле ĕҫлесе илетпӗр" проекта сарма чӗнсе каланӑ

#владимирпутин


Раҫҫей ҫыннисене хӑвӑрт хатӗрленме май паракан "Пӗрле ĕҫлесе илӗпӗр" проектӑн опытне пӗтӗм ҫӗршыв территорийӗнче сармалла. Кун пирки ытларикун, апрелӗн 11-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ Владимир Путин экономика ыйтӑвӗсемпе канашлура пӗлтернӗ.
Вӑл Сахалин облаҫӗнче "Пӗрле ĕҫлесе илетпӗр" пилот проекчӗ пурнӑҫланнине аса илтернӗ. Президент сахалинецсене проект хӑвӑрт çĕнĕ ĕçе вĕренме пултарнине палӑртнă. Граждансем ҫӗнӗ компетенцисем илнĕ.
"Эпӗ Экономика аталанӑвӗн министерствине ҫак проектӑн позитивлӑ опытне пӗтӗм ҫӗршывĕпе сарма ыйтатӑп", - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
2022 ҫулхи ҫулла "Пӗрле ĕҫлесе илетпӗр" проект "Ҫӗнӗ вӑхӑтри вӑйлӑ идейӑсем" форумӑн финалисчӗ пулса тӑнă. Ӑна туса хатӗрлекенсем шутланӑ тӑрӑх, çынсем çĕнĕ ĕçе укҫа-тенкӗсĕр те вĕренме пултараҫҫӗ, анчах каярахпа вӗсен специальноҫ енӗпе ӗҫ тупмалла тата илнӗ пӗлӳ хакне каялла тавӑрмалла.
Хӗвелтухӑҫ экономика форумӗнче Путин Сахалинта çак пилот проектне хута яма пулӑшнӑ.
https://iz.ru/1496846/2023-04-11/putin-prizval-rasprostranit-po-rossii-proekt-zarabotaem-vmeste
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/ Павел Бедняков.

Путин Раҫҫейре "Пӗрле ĕҫлесе илетпӗр" проекта сарма чӗнсе каланӑ
Путин Раҫҫейре "Пӗрле ĕҫлесе илетпӗр" проекта сарма чӗнсе каланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас