Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
25 Апрелӗн 2023, 14:30

Уфара инжиниринг пулӑшу ӗҫӗсен Ярмăркки иртнӗ

Тĕплĕнрех - сайтра.

2023 ҫулхи апрельте "Пуласлӑх фабрики" инновациллӗ предпринимательлӗх çуртӗнче инжиниринг пулӑшу ӗҫӗсен Ярмăркки пулса иртнӗ. Мероприяти тӗллевӗ - Пушкӑрт Республикинче пысӑк технологиллӗ производствӑсене аталантарма лайӑх майсем туса парасси.
Йĕркелÿçĕсем предпринимательство енӗпе ӗҫлекен ПР Агентстви тата агентство составне кӗрекен Инжинирингӑн регион центрӗ тухса калаҫнӑ. Ярмăрккӑна Пушкӑрт Республикинчи предпринимательлӗх тата туризм министерстви пулӑшнипе "“Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх " наци проектне пурнӑҫланӑ шайра йӗркеленӗ.
Республикӑри производство компанийӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисем ҫинчен каласа панӑ. Сӑмахран, 2023 ҫулта Инжинирингӑн регионти центрӗ ӗҫ тухӑҫлӑхне ҫӗнетмелли тата ӳстермелли программӑсене туса хатӗрлес тӗлӗшпе, маркетинг стратегийӗсене туса хатӗрлес тата продукцие сертификацилес енӗпе тӑкаксене софинанслас енӗпе пулӑшу ӗҫӗсем палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех инжиниринг компанийӗсемпе производство предприятийӗсем хушшинче B2B калаҫу иртнӗ.
Пушкӑрт Республикинчи вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем валли регион центрӗ 2019 ҫултанпа ӗҫлет. Ӑна регионти пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх предприятийӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе, вӗсене аталантарассипе, модернизаципе, инноваци технологийӗсене ӗҫе кӗртессипе тата конкуренци пултарулӑхне ӳстерес тӗллевпе тунӑ.
Бизнеса пулӑшу памалли мероприятисен анонсӗсем ҫинчен калакан информацие ПР, "Манӑн бизнес" Центр сайчӗ ҫинче пӗлме пулать: https://cmbrb.ru/, ҫавӑн пекех "хĕрÿ лини" телефонĕпе: +7(347) 224-99-99.

 

 

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: