Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
5 Майӑн 2023, 12:28

Беларуç холдингӗн инвестпроекчӗ Пушкӑртри тырра упрамалли хӑвата ӳстерме пулӑшӗ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Беларуç холдингӗн инвестпроекчӗ Пушкӑртри тырра упрамалли хӑвата ӳстерме пулӑшӗ
Беларуç холдингӗн инвестпроекчӗ Пушкӑртри тырра упрамалли хӑвата ӳстерме пулӑшӗ

"АМКОДОР" Беларуç холдингӗ Пушкӑрт Республикинче пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн тырра тирпейлемелли машинӑсем тата оборудовани туса кӑларакан завод тӑвас енӗпе инвестици проектне пурнӑҫлать. Проекта ҫулталӑк каялла регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ирттернӗ "Инвестици сехечӗн" ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ, ӑна республика территорийӗнче приоритетлӑ переченьне кӗртнӗ.
Завод тӑвас ӗҫ "Уфимский" индустри паркӗн территорийӗнче пырать, паян кунта строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ. Строительсем производствӑпа административлӑ пурнӑҫ корпусӗсем, сивӗ склад тӑваҫҫӗ, территорисене хӑтлӑлатаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, проекта хывнӑ укçа-тенкĕ калӑпӑшӗ 1,05 миллиард тенкӗпе танлашать. Вӑл 250 яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парать.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-05-05/investproekt-belorusskogo-holdinga-pomozhet-uvelichit-moschnosti-dlya-hraneniya-zerna-v-bashkirii-3246403

 

 

 

Беларуç холдингӗн инвестпроекчӗ Пушкӑртри тырра упрамалли хӑвата ӳстерме пулӑшӗ
Беларуç холдингӗн инвестпроекчӗ Пушкӑртри тырра упрамалли хӑвата ӳстерме пулӑшӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: