Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
5 Майӑн 2023, 12:24

"Зауралье-2023" инвестсабантуйра Суту-илÿ министерстви линийӗпе 2 миллиард ытла тенкӗлĕх килӗшӳсене алӑ пусӗҫ

Кун пирки Пушкӑртстан суту-илӳпе пулӑшу ӗҫӗсен министрӗ Алексей Гусев пӗлтернӗ.

"Зауралье-2023" инвестсабантуйра Суту-илÿ министерстви линийӗпе 2 миллиард ытла тенкӗлĕх килӗшӳсене алӑ пусӗҫ
"Зауралье-2023" инвестсабантуйра Суту-илÿ министерстви линийӗпе 2 миллиард ытла тенкӗлĕх килӗшӳсене алӑ пусӗҫ

Майӑн 25-27-мӗшӗсенче Сибайра Пӗтӗм Раҫҫейри V "Зауралье-2023" инвестици сабантуйӗ иртет, унта регион Суту-илӳпе пулӑшу ӗҫӗсен министерстви енӗпе 2 миллиард тенкӗ ытлалăх çичĕ килӗшӳ тӑвасси ҫинчен алӑ пусать. Кун пирки Пушкӑртстан суту-илӳпе пулӑшу ӗҫӗсен министрӗ Алексей Гусев пӗлтернӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици сабантуйӗнче регион Суту-илӳпе пулӑшу ӗҫӗсен министерстви "Производительсемпе ритейл. Полка çине тухасси." темӑпа ҫавра сӗтел ирттерме палӑртнӑ. Вырӑнти производительсен таварӗсемпе пулӑшӑвӗсене пурнӑҫламалли инфратытӑм туса хурассине сӳтсе явакан ведомство ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, федераципе регионти сетьсен локаллӑ производительсемпе ӗҫлесси ӳссе пырать. Пушкӑрт производителӗсем вӗсемшӗн тивӗҫлӗ сӗнӳ тума хатӗр, вӗсене сутмалли шанчӑклӑ канала тивӗҫтермелле.
Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2023" инвестици V юбилейлă сабантуйне хутшӑнакансене ӗҫ ыйтӑвӗсене сӳтсе явма ҫеҫ мар, Пушкӑрт Республикинчи культура тата гастрономи йӑли-йӗркипе паллашма та май парать.
Юбилейлă инвестици сабантуйне хутшӑнакансем федераципе регионти патшалӑх учрежденийӗсен, Раҫҫей бизнесӗн, инвесторсен, экспертсен тата общество деятелӗсен представителӗсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех йӑла тӑрӑх тӗрлӗ ют ҫӗршыв хӑнисем килессе кӗтеҫҫӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-05-05/na-investsabantue-zauralie-2023-po-linii-mintorga-podpishut-soglasheniya-na-summu-bolee-2-mlrd-rubley-3246375

 

 

"Зауралье-2023" инвестсабантуйра Суту-илÿ министерстви линийӗпе 2 миллиард ытла тенкӗлĕх килӗшӳсене алӑ пусӗҫ
"Зауралье-2023" инвестсабантуйра Суту-илÿ министерстви линийӗпе 2 миллиард ытла тенкӗлĕх килӗшӳсене алӑ пусӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: