Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
11 Майӑн 2023, 13:15

Пушкӑртстанра сӗт-ҫу кухни шайӗнче чӗртавара пуçласа тирпейлемелли цех ӗҫлеме тытăнать

Ҫакӑ продукци хакне чакарма май парать.

Пушкӑртстанра сӗте малтанхи хут тирпейлемелли цех ӗҫлеме тытӑнать. Кун пирки ЦУРти регион правительствин канашлӑвӗнче паллӑ пулнӑ, унта регион потребитель рынокне кӑҫалхи виҫӗ уйӑх хушшинче аталантармалли пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Суту-илӳпе пулӑшу ӗҫӗсен министрӗ Алексей Гусев каланӑ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта потребитель хакӗсен индексӗ 101,2 процентпа танлашнӑ. Кун пек цифра Раҫҫейри вӑтамринчен (101,7 процент) аяларах. Ҫав хушӑрах тӗрлӗ тавар ҫаврӑнӑшӗн калӑпӑшӗ 276,3 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ пӗлтӗрхи тапхӑртинчен 11,8 миллиард тенкӗ нумайрах, пӗлтерет Пушкӑрт пуҫлӑхӗн пресс-служби.
Ҫавӑн пекех Гусев та сӗт-ҫу кухни продукцийӗн хакне чакарма май паракан сӗте кӑҫал малтанхи хут тирпейлемелли цеха хута ярасси ҫинчен пӗлтернӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-05-11/v-bashkirii-nachnet-rabotat-tseh-pervichnoy-pererabotki-syrya-v-ramkah-molochnyh-kuhon-3252975

Пушкӑртстанра сӗт-ҫу кухни шайӗнче чӗртавара пуçласа тирпейлемелли цех ӗҫлеме тытăнать
Пушкӑртстанра сӗт-ҫу кухни шайӗнче чӗртавара пуçласа тирпейлемелли цех ӗҫлеме тытăнать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: