Рязань труба завочӗн уйрӑм подразделенийӗ – Давлекан районӗнчи хула евӗрлӗ предприятисенчен пӗри. Вӑл пушатнӑ продукции калӑпӑшӗпе муниципалитетра иккӗмӗш вырӑн йышӑнать.
Предприятире Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Предприяти директорӗ Ришат Шакиров кунта ытти производительсемпе танлаштарсан, витнӗ складсенче трубасене пӗтӗмӗшпех хупӑ усрамалли практикӑра пулнине ӑнлантарс апанă. Ҫапла вӑл тулашри хутлӑхран сахалтарах витӗм кӳрет, тавар тӗсне те, хӑйӗн пахалӑхне те ҫухатмасть.
Кунсӑр пуҫне, производствӑра сӗрмелли-сивӗтекен шӗвекпе усӑ кураҫҫӗ, ҫав металл коррозийӗнчен кансӗрлекен шӗвек ӑшне склада тиес умӗн кашни трубана чиксе илеççĕ.
Паянхи куна кунта 148 ҫын вӑй хурать. Предприятин планӗнче пысӑк диаметрлӑ трубасем кӑларас тӗллевпе ҫӗнӗ цех тума, ун валли ҫӗрлаптӑкӗ кирлĕ. ЗаводраУфара хӑйсен представительствине те анлӑлатма хатӗрленеҫҫӗ, ҫакӑ та столицӑпа юнашар ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса пама ыйтать.
"Сире ҫывӑхри "Инвестчассенчен" пӗрне чӗнетӗп, унта эпир производствӑна малалла анлӑлатас тӗлӗшпе сирӗн плансене тӗплӗн сӳтсе явӑпӑр, сире кирлӗ преференцисем парӑпӑр, ҫавӑн пекех промышленноҫа аталантармалли фонд урлӑ заем илме май пурине пӑхса тухма пулать. Сирӗн предприятине пулӑшатпӑрах", - тенӗ Радий Хабиров.
Журналистсемпе хутшӑннӑ май республика ертӳҫи ҫак производствӑна епле пулсан та пулӑшмаллине палӑртнă.
"Инвестици калӑпӑшӗ кунта чылай пысӑк. Производствӑна ҫаврӑнӑша, пирӗн тимлӗхпе пулӑшу сферине илмелле. Хальхи условисенче вӗсене патшалӑх пулӑшмасӑр йывӑр пулать. Вӗсем ҫӗкленӗ ыйтусене эпир "Инвестчас" шайӗнче татса парӑпӑр, - хушса хунă Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ.