Республикӑра промышленноҫ производствин ӳсӗмне юлашки вӑхӑтра пысӑк чӗнӳсемпе 2,7 процент ӳстерме май килни ҫинчен "Эксперт Урал" журнала Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каласа панӑ.
Регион ертӳҫи Пушкӑртстанри санкци пусӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑткӑслӑхсене пӑхмасӑрах экономика тӑваттӑмӗш ҫул ӳснине палӑртнӑ. Сӑмахран, нефтьпе газ тата ытти сферӑсенче промышленноҫ производствин ӳсӗмне палӑртнӑ. Радий Хабиров çакӑншӑн Пушкӑрт предприятийӗсен ертӳҫисене тав тунӑ. Ҫавӑн пекех вӑл регион промышленноҫне патшалăхăн пулӑшмалли анлӑ тытӑмĕ ҫинчен, сӑмахран, конкретлӑ предприятисен проблемисемпе ыйтӑвӗсене сӳтсе явакан тематика сехечӗсене ирттересси ҫинчен каласа панă. Ҫавӑн пекех вырӑнсенче бизнес-шерифсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем инвестицисене явӑҫтарассишӗн тата производствӑна ҫӗнетессишӗн яваплӑ. Унсӑр пуҫне Пушкӑртра индустрипе технопарксене аталантарасси хастар пырать.