Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
2 Июнӗн 2023, 13:25

Пишпÿлек район делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ

Малопургин районӗн пуҫлӑхне пирӗн пата Сабантуй-2023 чӗнтĕмĕр.

Пишпÿлек район делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ
Пишпÿлек район делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ

Нумай пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ертсе пыракан Пишпÿлек делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ.
Кун пирки хӑйсен социаллă сетьри страницинче район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каласа панӑ:
"Ырӑ кун. Удмуртие кайса килни ҫинчен пӗлтеретӗп:
- Малопургин районӗпе туслӑ та партнерла хутшӑнусем йӗркелерĕмĕр;
- предпринимательсем хӑйсен даннӑйӗсемпе ылмашăнчĕç, ҫыхӑну йӗркелесе пӗрлехи проектсем ҫинчен шухӑшлӑпӑр;
- Малопургин районӗн промышленноҫ вӑй-хӑвачӗ лайӑх – ял хуçалăх техникине юсама, полимер производствине юсама, пӗрлешӳллӗ туризма аталантарма пултаратпӑр;
-  Малопургин районӗн пуҫлӑхне пирӗн пата Сабантуй-2023 чӗнтĕмĕр.Килме шантарчĕ.
Малопургин районӗн пысӑк предприятисенчен пӗри - "Луч" производство предприятийӗ. Пластмассӑран тăвакан производство кӗреҫерен пуҫласа, емкость, супермаркет карҫынккисем тата ытти те тӑваҫҫӗ. Пирӗн полимерӑн аналогӗ, анчах хальхи оборудованипе кӑна. 43 станок ӗҫлет, 80 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/arturzaripov74

 

 

Пишпÿлек район делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ
Пишпÿлек район делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ
Пишпÿлек район делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ
Пишпÿлек район делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ
Пишпÿлек район делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ
Пишпÿлек район делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ
Пишпÿлек район делегацийӗ Удмуртире ĕçпе пулнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: