Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Экономика
7 Июнӗн 2023, 13:00

Радий Хабиров Уфан социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлĕ канашлу ирттернӗ

Уфа мэринче регион ертӳҫи Радий Хабиров Пушкӑрт столицин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлĕ канашлу ирттернӗ.

Радий Хабиров Уфан социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлĕ канашлу ирттернӗ
Радий Хабиров Уфан социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлĕ канашлу ирттернӗ

Уфа мэринче регион ертӳҫи Радий Хабиров Пушкӑрт столицин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлĕ канашлу ирттернӗ.

Мэри ҫуртӗнче вӑл хула строительствин ӗҫ-хӗлне тата Уфан малашлӑхлӑ проекчӗсене халалланӑ выставкӑна пӑхса тухнӑ. Сӑмахран, пысӑк ҫурт лартакансем пурӑнмалли ҫӗнӗ комплекссен концепцийӗсене тӑратнӑ. Радий Хабиров пурӑнмалли ҫурт-йӗр комплексӗсен территорийӗсенче социаллӑ инфратытӑм объекчӗсене — ача сачӗсене, шкулсене тата поликлиникӑна — пӗр вӑхӑтрах проектсем тума кирлине палӑртнӑ.

Уфан хӗвеланӑҫ пайӗнчи "Забелье" микрорайонта инженер сечӗсем тунӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗ ку территорире 16 млн тӑваткал метр шутланать.

Радий Хабиров тата йӑлари хытӑ каяшсене пухмалли ҫӗнӗ модульсене пӑхса тухнӑ. Хальхи контейнерсем чылай лайӑхрах. Вӗсене вырнаҫтарма хатӗрленӗ площадка кирлӗ мар, конструкци ҫӳп-ҫапа экологи тӗлӗшӗнчен сыхламалли тытӑма хирӗҫле хӳтлӗх тата тытӑм пур. Республика Пуҫлӑхӗ хула влаҫӗсене 100 модульрен пӗрремӗш пилот партине туянма тата вӗсене эксплуатаци вӑхӑтӗнче хаклама сӗннӗ.

Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, Уфа республикӑри ытти муниципалитетсене аталантармалли трендсем парать.

Аса илтеретпӗр, Уфа 450 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленнӗ май, парксемпе скверсене уйрӑм тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-06-07/radiy-habirov-provel-rabochee-soveschanie-po-sotsialno-ekonomicheskomu-razvitiyu-ufy-3290279

 

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн сайчӗ.

 

 

 

 

 

Радий Хабиров Уфан социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлĕ канашлу ирттернӗ
Радий Хабиров Уфан социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлĕ канашлу ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: