"Кашни ҫурта газ" - ҫакӑн пек информаци проектне "Единая Россия", "Газпром межрегионгаз" тата "Московский комсомолец» кӑларӑм хута янă. https://www.mk.ru/projects/gazvkazhdiydom/ "Комсомолец" онлайн-ресурсӗнче экспертсен комментарийӗсем, хыпарсем, статьясем тата Раҫҫейри догазификаци программипе усӑллӑ информаци вырнаҫтарӗҫ.
"Газпром межрегионгаз" ООО генеральнӑй директорӗ Сергей Густов каланӑ тӑрӑх, ҫуртсене догазификацилеме май пурри ҫинчен ҫынсене пӗлтерни — программӑна пурнӑҫлассин пӗлтерӗшлӗ пайӗ. 2025 ҫул тӗлне ҫӗршывӑн ҫур миллион ытла хваттерӗсемпе ҫурт-йӗрӗсем газ сечĕпе çыхăнма пултараҫҫӗ.
Пушкӑртстанра догазификаци программи малалла пырать, сӑмах хальхи тата пулас абонентсем ҫинчен пырать. Республикӑра пурӑнакансенчен 39 пин ытла заявка догазификаци тума йышӑннӑ, 37 960 договор тунӑ, газопроводсене 33 170 заявитель участоксен чиккине ҫити хывнӑ. Газпа тивӗҫтермелли сетьсене регионти 23 400 ҫын хутшӑннӑ.
Унсӑр пуҫне республикӑра социаллӑ газификацин иккӗмӗш çул-йĕрĕ те – медицинӑпа вӗренӳ учрежденийӗсене хута яни кирлӗ. 13 заявка йышӑннӑ, договорсем тӑвас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Догазификаци ыйтӑвӗсем тӑрӑх 8 (800) 234-05-00 телефонпа консультаци тума юрать.
https://svetput.ru/news/obshchestvo/2023-06-07/v-bashkortostane-gazifitsiruyut-bolee-46-tysyach-domov-po-programme-dogazifikatsii-3291036