Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
11 Июнӗн 2023, 18:56

Пишпÿлекре спецтумтир ҫӗлекен ҫӗвӗ цехӗ уҫӑлнă

"Нумайлӑха та тӗплӗ килтӗмӗр", - пӗлтернӗ "Дельта" ШП ООО генеральнӑй директорӗ Светлана Кузьмина.

Пишпÿлекре спецтумтир ҫӗлекен ҫӗвӗ цехӗ уҫӑлнă
Пишпÿлекре спецтумтир ҫӗлекен ҫӗвӗ цехӗ уҫӑлнă

"Нумайлӑха та тӗплӗ килтӗмӗр", - пӗлтернӗ "Дельта" ШП ООО генеральнӑй директорӗ Светлана Кузьмина, Пишпÿлекри ҫӗвӗ предприятийӗн филиалне уҫнă чухне.

Июнӗн 9-мӗшӗнче ҫӑмӑл та пир-авӑр промышленноҫĕн кунне уявлас умӗн Пишпÿлекре хальхи оборудованипе пуянлатнӑ çӗвӗ цехӗ уçăлнă.  Ҫӗнӗ предприятин символла хӗрлӗ лентине район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов тата Уфари "Дельта" ШП ООО генеральнӑй директорӗ Светлана Геннадьевна Кузьмина касса татнă.

Ҫӗвӗ ҫӗлекен цехра 31 ҫӗвӗҫ валли ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленӗ. Вӗсем 32 регион валли ятарлӑ тумтир ҫӗлĕç. Малашлӑхра Пишпÿлекре ятарласа тунӑ 70 ҫӗвӗҫ валли ҫӗвӗ цехӗ тумалла. Вӗсен социаллӑ хӳтлӗхӗн гарантиленӗ ӗҫ укҫи тата социаллӑ пакечӗ пулӗҫ.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

https://svetput.ru/news/promyshlennost/2023-06-09/v-bizhbulyake-otkrylsya-shveynyy-tseh-po-poshivu-spetsodezhdy-3294825

 

 


Пишпÿлекре спецтумтир ҫӗлекен ҫӗвӗ цехӗ уҫӑлнă
Пишпÿлекре спецтумтир ҫӗлекен ҫӗвӗ цехӗ уҫӑлнă
Пишпÿлекре спецтумтир ҫӗлекен ҫӗвӗ цехӗ уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: