Завод – ҫамрӑк, хальхи тата виҫӗ ҫул хушшинче те ассортимент ӳсме, анлӑлатма ӗлкӗрнӗ. Продукцие республика тулашӗнче те туянаҫҫӗ.
Предприятире ҫул плитисем, электричество свайӗсем, ЛЭП тӗревӗсем, перекрыти плитисем, никӗс блокӗсем, перемычкӑсем, пусма картлашкисем, площадкӑсем, маршсем, бордюрсем, пусӑ ункисем, йывӑрлатакансем тата ытти те тӑваҫҫӗ. Благовещенскри МЖБК завочӗ патшалӑхран субсиди илет, тӗрлӗ программӑсене хастар хутшӑнать. Ҫакӑ станоксене, оборудованисене ҫӗнетме тата пахалӑхлӑ продукци кӑларма май парать.
#ЗаРаботу