Пушкӑрт инвестици карттисен пахалӑхӗпе Раҫҫей регионӗсен рейтингӗнче малти позицисем йышӑннӑ. Ҫакӑн пек даннӑйсене инвестици аталанӑвӗн агенчӗсен Наци ассоциацийӗ (НАИР) тӑратнӑ, вӑл рейтинг результачӗсене Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн шайӗнче (ПМЭФ-2023) тӑратнӑ. Кун пирки ПР правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Пушкӑрт инвестици картти Топ-5 рейтинга кӗнӗ. Анализ тунӑ чухне экспертсем 43 пилотлӑ регионӑн 22 критериллӗ аналоги карттисене хакланӑ. Республика карттине чи лайӑх ӗҫлекенсенчен пӗри тесе йышӑннӑ. Ӑнӑҫлӑ кӑтартусем пулса тӑнă: транспорт инфратытӑмӗ, ҫутҫанталӑк монополийӗсен объекчӗсем (подстанцисем, водозаборсем, ӑшӑ пунктсем тата ытти те), ҫыхӑну тата интернет, тарифсем.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Правительстви.