Республика ертӳҫи Радий Хабиров Петербургри Пӗтӗм тӗнчери XXVI экономика форумӗнче (ПМЭФ) Пушкӑртстанăн официаллӑ делегацине ертсе пынӑ, вӑл 2023 ҫулхи июнӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 17-мӗшӗччен иртет.
Делегаци программинче - ĕçлĕ тӗлпулусем, панель дискуссийӗсем, ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсемпе ҫавра сӗтелсене хутшӑнни.
ПМЭФ площадкинчи тӗп пулӑмсенчен пӗри Раҫҫей регионӗсенче инвестици климачӗн тӑрӑмӗн наци рейтингӗн результачӗсене презентацилесси пулса тӑрӗ.
Ӗҫлӗ программа шайӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Раҫҫей тата ют ҫӗршыв компанийӗсен ертсе пыракан ертӳҫисемпе, ҫавӑн пекех стратегилле тата инвестици килӗшӗвӗсене алӑ пусас ӗҫе хутшӑнӗ.
Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумне хутшӑнакансем Пушкӑртстанри инвестици, туризм, промышленноҫ тата наукӑпа вӗренӳ вӑй-хӑвачӗпе Пушкăртстанăн стенчĕ çинче паллашма пултараҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.