Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Июнӗн 2023, 16:08

Инвестор Пушкӑрт территорийӗнче пахчаҫимӗҫ туса илес ӗҫе 10 миллиард тенкӗ хывма палӑртать

Александр Рудаков компани активӗнче 500 гектар площадь теплицăсем, 10 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленине палӑртнӑ.

Инвестор Пушкӑрт территорийӗнче пахчаҫимӗҫ туса илес ӗҫе 10 миллиард тенкӗ хывма палӑртать
Инвестор Пушкӑрт территорийӗнче пахчаҫимӗҫ туса илес ӗҫе 10 миллиард тенкӗ хывма палӑртать

Инвестици проектне Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата "ЭКО-культура" агропромышленноҫ холдингӗн директорӗсен канашӗн председателӗ Александр Рудаков сӳтсе явнă.

Проект бюджечӗ – 10 миллиард тенкӗ, производство вара - комплексӑн хӑвачӗ ҫулталӑкра 13 пин тонна пахчаçимĕç пулса тӑрать, пӗлтерет ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.

Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерствипе регион аталанӑвӗн корпорацийӗ теплицăсем вырнаҫтармалли вӑй-хӑват площадкисене суйласа илнӗ, ҫавӑн пекех энергосетьсемпе хутшӑнма май пурри ҫинчен ресурспа тивӗҫтерекен организацисемпе калаҫу ирттернӗ.

Александр Рудаков "ЭКО-культура" холдинг пысӑк технологиллӗ теплица комплексӗсем тата логистика инфратытӑмӗ туса хунине палӑртнӑ. Конструкципе, материалсемпе тата комплективпа усӑ куракан япаласем хамăр çĕршывра кăларнисем.

Александр Рудаков компани активӗнче 500 гектар площадь теплицăсем, 10 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленине палӑртнӑ.

Радий Хабировпа Александр Рудаков хутшăннипе Пушкӑртстанри Правительствӑпа "ЭКО-культура" агрохолдинг хушшинче инвестици шухӑшӗсем ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ.

Сăнӳкерчӗкӗ: glavarb.ru сайтран.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-06-15/agroholding-eko-kultura-planiruet-realizovat-v-bashkortostane-investproekt-po-vyraschivaniyu-ovoschey-3301057

 

 

Инвестор Пушкӑрт территорийӗнче пахчаҫимӗҫ туса илес ӗҫе 10 миллиард тенкӗ хывма палӑртать
Инвестор Пушкӑрт территорийӗнче пахчаҫимӗҫ туса илес ӗҫе 10 миллиард тенкӗ хывма палӑртать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: