Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
16 Июнӗн 2023, 16:26

Пушкӑртстанпа Мускав правительстви авиацин пилотсăр системисен сферине аталантарма шутлаҫҫӗ

Радий Хабировпа Сергей Собянин пилотсӑр авиаци системисене аталантарас сферӑпа килӗшӳ ҫине алӑ пуснӑ.

Пушкӑртстанпа Мускав правительстви авиацин пилотсăр системисен сферине аталантарма шутлаҫҫӗ
Пушкӑртстанпа Мускав правительстви авиацин пилотсăр системисен сферине аталантарма шутлаҫҫӗ

Июнӗн 15-мӗшӗнче Петербургри XXVI пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн площадкинче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата Мускав мэрӗ Сергей Собянин пилотсӑр авиаци системисене аталантарас сферӑри Мускавпа Пушкӑртстан правительствисем хушшинчи килӗшӳ ҫине алӑ пуснӑ.

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тӗп хулари "Руднево" индустри мӑшӑрӗн никӗсӗнче "Пилотсӑр авиаци системисем" компетенцисен федерацин центрне (БАС) – наукӑпа производство центрне, унта летчиксемпе тӗрӗслев комплексне, коллективпа усӑ курмалли центрне, лабораторипе тӗпчев центрне тата вӗренӳпе методика центрне туса хунӑ. 2030 ҫул тӗлне БАС базинче ҫӗршывӑн пысӑк регионӗсенче наукӑпа производство центрӗсен регионти тытӑмӗ йӗркеленӗ. Килӗшӳре пилотсăр авиацие аталантарма палӑртнӑ проекта пурнӑҫлама - ӗҫе пӗрле хутшӑнма палӑртнӑ. Сӑмахран, республикӑра аккредитациленӗ пилотсӑр авиаци системисем индустри паркӗн "Руднево" вӗҫевпе тӗрӗслев комплексӗнче тӗрӗслевсем иртме пултараҫҫӗ, унтах БАС операторĕсене вӗрентӗҫ.

Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстан ПМЭФ-2023 площадкисенче Раҫҫейри пӗрремӗш сертификациллӗ Ростех Госкорпорацийӗн "Вертолеты России" холдинг туса хатӗрленĕ вертолет евĕр йывӑр беспилотник БАС-200 тӑратнӑ. Республикӑра унӑн сериллӗ производствине йӗркеленӗ. Пушкӑртстан пӗрремӗш тата пӗртен-пӗр регион, вӑл экспериментлă-право режимне лайӑхлатнӑскер, бюрократилле чӑрмавсемсӗр республика территорийӗнче тӑвакан кирек мӗнле вĕçев ҫӗнӗ аппаратсене тӳпене кӑларма май парать.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-06-15/bashkortostan-i-pravitelstvo-moskvy-namereny-razvivat-sferu-bespilotnyh-aviatsionnyh-sistem-3301297

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Мухамедьянов Азат.  

Пушкӑртстанпа Мускав правительстви авиацин пилотсăр системисен сферине аталантарма шутлаҫҫӗ
Пушкӑртстанпа Мускав правительстви авиацин пилотсăр системисен сферине аталантарма шутлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: