

Кашни утарӑн хӑйӗн ветеринари-санитари паспорчӗ пулмалла. Унта пыл хурчӗсем, вӗллесем, утар лаптӑкӗ мӗн чухлӗ пулнине кӑтартаҫҫӗ. Ку Пушкӑрт Республикинчи Ветеринари управленийӗн требованийӗ https://veterinary.bashkortostan.ru/presscenter/news/..
Республика территорине ытти регионсемпе ҫӗршывсенчен илсе килнӗ пыл хурчӗсен 30 календарлӑ кун хушшинче ытти утарсенчен пилĕк ҫухрӑмра изоляциленӗ территорире карантина иртмелле. Ку тапхӑрта пыл хурчӗсен инфекци чирӗсем сарӑласран сыхланма клиника тӗпчевӗсем ирттереҫҫӗ.
Пыл хурчӗсен диагностикипе тата пыл тӗпчевӗпе Пушкӑрт наукӑпа производство ветеринари лабораторийӗ ӗҫлет http://bashnpvl.ru/ . Кунтах пыл хурчӗсен чи сарӑлнӑ чирӗсем ҫине – инвази чирӗсем (варроатоз, нозематоз, акарапидоз, браулез) тата инфекциллӗ (американский гнилец, европейский гнилец, сальмонеллез тата ыттисем) ҫемьене тӗрӗслеме пулать.
Пушкӑрт наукӑпа производство ветеринари лабораторийӗн адресӗ:
450059, Пушкӑрт Республики, Уфа хули, Рихард Зорге урамӗ, 23/1 çурт.
Телефонсем: 8(347) 223-06-29, 8(347) 223-06-49.
Республикӑри ветеринари лабораторийӗсенче пыл пӗрремӗш тата тулли тӗпчевӗсене РФ Ял хуҫалӑх министерствин приказӗпе килӗшӳллӗн 2022 ҫулхи октябрӗн 18-мӗшӗнчен 713 номерлӗ тӳлев никӗсӗ ҫинче ирттереҫҫӗ.
Пушкӑрт Республикинчи Патшалӑх ветеринари службин хĕрÿ линийӗ: 8-800-77-55-828
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан