Тунтикун, июнӗн 26-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ирттернӗ эрнери оперативлӑ канашлура Раҫҫейпе Беларуҫ регионӗсен Юбилейлă X Форумне ирттерме хатӗррине пӑхса тухнӑ.
Республика экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин пӗрремӗш вице-премьер-министрӗ Рустам Муратов саммитӑн тӗп событийӗсем регион тӗп хулинче июнӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен иртесси ҫинчен пӗлтернӗ.
Регионсен Форумне хутшӑнма пурӗ 4,8 пин ҫынна яхӑн регистрациленнӗ.
Форумӑн ӗҫлӗ программи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пуҫланать. Форум площадкинче Раҫҫейпе Беларуç халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен выставки ӗҫлӗ. Форума хутшӑнакансем те тӗрлӗ шайри 100 ытла килӗшӳ тума палӑртаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне мероприяти делегачӗсемпе хӑнисене спортпа культура повестки кӗтет.
ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров форум Беларуçпе ҫыхӑнса ӗҫленине аталантарма ҫӗнӗ импульс парассине палӑртнӑ. Ҫакӑн пек пысӑк мероприятире хӑнасене хӑналас ӗҫӗн чи лайӑх йӑлисене кӑтартни кирлине палӑртнă вӑл.
Сăнӳкерчӗкӗ: glavarb.ru сайтран.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-06-26/na-x-forume-regionov-rossii-i-belarusi-planiruyut-podpisat-bolee-100-soglasheniy-3314992