Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
29 Июнӗн 2023, 13:23

"Алга" ОЭЗ ҫӗнӗ резиденчӗ строительство материалӗсем туса илекен пулӗ

Ҫӗнӗ производство Ишимбай территорийӗнчи 1-мĕш площадкăра вырнаҫӗ.

"Алга" ОЭЗ ҫӗнӗ резиденчӗ строительство материалӗсем туса илекен пулӗ
"Алга" ОЭЗ ҫӗнӗ резиденчӗ строительство материалӗсем туса илекен пулӗ


"ПластЭко-Рус" ООО компанине "Алга" ОЭЗ резиденчӗ тесе йышӑннӑ тата Раҫҫей Федерацийӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви уйрӑм экономика зонисен резиденчӗсен реестрне кӗртнӗ. Маларах асӑннӑ компанин инвестици проектне "Алга" ОЭЗ Эксперт канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. "Пушкӑрт Республикине аталантармалли корпораци" АО пулӑшнипе туса хатӗрленӗ бизнес-плана экспертсем пысӑк хак панӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн проекта ОЭЗ территорийӗнче пурнӑҫлама сӗннӗ.

"ПластЭко-Рус" компанире тавар бетонӗпе изделисем, ҫавӑн пекех каркассӑр ангарсемпе сооруженисен металлоконструкцийӗсем тума палӑртнӑ. Инвестицисен калӑпӑшӗ 180 млн тенкӗпе танлашать. Проекта пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн 52 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.

– Ҫӗнӗ производство Ишимбай территорийӗнчи 1-мĕш площадкăра вырнаҫӗ. Компани управляющийӗн проектне пурнӑҫлама инвестор валли 9,75 гектар лаптӑк суйласа илнӗ, проектӑн финанс моделӗпе бизнес-планне туса хатӗрлеме пулӑшнӑ. Комбинат тӑвасси кӑҫал пуҫланать, производствӑна 2025 ҫулта хута яма палӑртнӑ, - палӑртнă Пушкӑрт Республикин Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ, "Алга" ОЭЗ Эксперт канашӗн председателӗ Илшат Тажитдинов.
Ҫӑлкуҫĕ: ПР Правительстви.

"https://mgazeta.com/news/novosti/2023-06-27/novym-rezidentom-oez-alga-stal-proizvoditel-stroitelnyh-materialov-3317669"2023-06-27

 

 

 

 

 

 

"Алга" ОЭЗ ҫӗнӗ резиденчӗ строительство материалӗсем туса илекен пулӗ
"Алга" ОЭЗ ҫӗнӗ резиденчӗ строительство материалӗсем туса илекен пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: