

#владимирпутин
Раҫҫейре суту-илӳ маркисем ытларах курӑнмалла, - пӗлтернӗ ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин июнӗн 29-мӗшӗнче "Ҫӗнӗ вӑхӑт валли вӑйлӑ идейӑсем" форум ларӑвӗнче.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗршывра ҫав тери пысӑк айлӑм пушанса юлнӑ, ӑна йышӑнмалла. Пасара меллӗ, функциллӗ, хальхи таварсемпе тултармалла.
"Халӗ пирӗн компанисем питӗ лайӑх характеристикӑллӑ продукци тӑваҫҫӗ, вӗсем час-часах ют ҫӗршыв аналогӗсенчен нимӗнпе те кая мар, хӑш чухне вӗсенчен те ирттереҫҫӗ. Ҫапла пуласса шанатӑп эпӗ", - тенӗ Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Эдуард Корниенко.
https://iz.ru/1536795/2023-06-29/putin-zaiavil-o-neobkhodimosti-sozdavat-rossiiskie-torgovye-marki