Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
1 Июлӗн 2023, 13:18

"Коллектив ӗҫӗпе мухтанатӑп!»

Июлӗн 1-мӗшӗнче Пĕтĕм тӗнчери кооперативсен кунӗ.  

"Коллектив ӗҫӗпе мухтанатӑп!»
"Коллектив ӗҫӗпе мухтанатӑп!»

Ҫакӑн пек сӑмахсенчен Пишпÿлекри райпо системинче 48 ҫул пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлени ҫинчен аса илет Сара Саббахова. Совет саманинче пурӑннӑ тата ӗҫленӗ ҫынсем халӗ те производство кирек хӑш отрасльте те вӗресе тӑнӑ вӑхӑтра пурнӑҫӑн ҫутӑ та манӑҫми татӑкне хаваслансах аса илеҫҫӗ. Пӗрремӗш планра хӑйӗн планӗсемпе амбицийӗсем мар, производство ыйтӑвӗсем пулнӑ. Ку вара норма пулнӑ.
— Кăрканта ҫуралса ӳсрӗм эпӗ, - каласа парать потребкоопераци ветеранӗ, 70 ҫулхи юбилейне палӑртма хатӗрленекен Сара Нургалеевна. — Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Чекмагушри коопераци техникумне вӗренме кӗтӗм. Ситекри сельпо магазинӗнче тантӑшпа пӗрле ӗҫлеме пуҫларăм. Ҫак ял ун чухне мана хӑйсен ӗҫчен ҫыннисемпе тӗлӗнтерчӗ. Колхоз пуян пулнӑ. Темиҫе ҫултан мана Пишпÿлек универмагне куҫарчӗҫ. Мана ача-пӑча пайӗн заведующийӗ турӗҫ. Кунта эпӗ вунӑ ҫул ытла тӑрӑшса ӗҫлерӗм. Каярахпа талӑкӗпех ĕçлекен "Заря" лавккана заведующи пулса ĕçлеме куçарчĕç.
— Талӑкӗпех ĕçлекен "Заря" универсальлĕ лавккара яланах хӗрӳллӗ режимра ӗҫленӗ, - малалла каласа парать Сара Саббахова. — Канмалли кунсемсӗр те ӗҫлерӗмӗр. Эпир чи пысӑк тупăш параттăмӑр — райпо пур лавккисен çур пайне. Ку таранччен коллектив ӗҫӗпе мухтанатӑп, унта хӑйсен ӗҫӗн ӑстисем ĕçлетчĕç. Сара Саббахова районсемпе республикӑри тӗрӗслев-конкурссене темиҫе хут та хутшӑннӑ, ăна "Çулталӑкри чи лайӑх сутӑҫă" ята темиçе те панă. Унӑн "Совет суту-илӗвӗн отличникӗ" кӑкӑр çине ирмелли паллă пур, 2001 ҫулта Раҫҫейри потребсоюз центрӗн орденӗпе наградӑланӑ, çав ҫулах Пушкӑрт потребсоюзӗн медальне тивӗҫнӗ. 2007 ҫулта "Профессипе чи лайӑххи" ят илнӗ. Тата унăн тӗрлӗ инстанцисенчен панă Хисеп хучĕсемпе тав ҫырӑвӗсем нумай.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

 

"Коллектив ӗҫӗпе мухтанатӑп!»
"Коллектив ӗҫӗпе мухтанатӑп!»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: