Пишпÿлекри райпора Лариса Захарова 13 ҫул ӗҫлет. Унӑн ӗҫ кунӗсем ялан хӗвӗшÿре иртеҫҫӗ. Уншӑн ку ним те мар, вӑл хӑйӗн ӗҫне юратать.
Шкултан вӗренсе тухсан Лариса парикмахер профессине илнӗ, анчах ку ӗҫ унӑн характерне килӗшмен. Хӑйне суту-илӳ сферинче тӗрӗслесе пӑхас тесе, "Юлдаш" лавккана ĕçлеме вырнаҫнă.
Пишпÿлекри райпора Лариса Александровна склад заведующийӗ пулса ĕçлеме пуҫланă. Промышленноҫпа продукци таварӗсене лавккасем тӑрӑх валеҫнӗ чухне вӑл хӑйне экономист та, менеджер та, тавар ӑсти те тулли кӑмӑлпа туйса илет. Потребкоопераци енӗпе ӗҫлени хастар та обществӑллӑ хӗрарӑма килӗшнӗ.
2021 ҫулхи январь уйӑхӗнче райпо ертӳҫи Лариса Александровнана суту-илӳ енӗпе заместителе çирĕплетнĕ. Хӗрарӑмӑн кашни кунхи ĕçе заявкӑсем пухасси, тавар суйласси, интернет урлӑ заказсем илесси, лавккасене, складсене тата водительсене тӗрӗслесе тӑрасси кӗрет.
— Йывӑрлӑхсем, паллах, кирек мӗнле ӗҫри пекех, ҫителӗклӗ, анчах туслӑ, йӗркеллӗ, ӗҫчен коллектива пула пурте ăнăçлă пулса пырать, - палăртать Лариса Захарова.
Ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн Лариса килне васкать. Вӗсем Алексей мӑшӑрӗпе 24 ҫул пӗрле. Вӗсен пысӑк та хӑтлӑ ҫурт, хӑйсен хуҫалӑхӗ, унта ҫулталӑкӗпех ĕç пĕтмест. Захаров мӑшӑрсен аслӑ ачисем - ывӑлӗпе хӗрӗ - пурнӑҫра вырнаçнă. Кӗҫӗн хӗрӗ тӑхӑр ҫулта, шкулта вӗренет. Ларисапа Алексейăн мăнукĕ те пур, вĕсем мӑнукне чунтан юратаççĕ. Хӑйӗн пушӑ вӑхӑтне Лариса Александровна хӑйӗн ҫемйине пӗр тан халаллать, вӗсемшӗн вӑл юратнӑ арӑмӗ, тӑрӑшакан амӑшӗ тата ачаш асламӑшӗ. Пӗтӗм илемлӗхе юратакан хӗрарӑм хӑйӗн килти ӗҫӗсемпе тата юратнӑ ӗҫӗпе тулнӑ тачӑ графикӗнче алӗҫ тума вӑхӑт тупать: изолонран декоративлă чечексем тӑвать, бантиксем, резинкӑсем хатӗрлет. Лариса Александровнашăн кирек мӗнле тӗллев те ҫитӗнӳ тума пултарать — ӑна пур ӗҫре те пулӑшакансем юнашар вӗт, ӗҫченлӗхӗпе тӑрӑшӑвне вара унăн никамран та кивҫен илмелле мар.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Лариса Захарован архивӗнчен.