

#владимирпутин
Путин: Раҫҫей экономикин кӑтартӑвӗсем кӗтнинчен ҫӳлерех.
Раҫҫей экономикине аталантарнин результачӗсем кӗтекен прогнозсенчен лайӑхрах. Кун пирки июлӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин премьер-министрпа Михаил Мишустинпа тӗлпулура пӗлтернӗ.
"Пирӗн результатсем, кирек мӗнле пулсан та, асӑрхануллӑн, кӗтнинчен пысăкрах, прогнозран лайӑхрах. Ҫакӑ пире пур задачӑсене те татса парасса шанма май парать, мӗншӗн тесен эпир вӗсене минимум пек лартатпăр", — тенӗ Раҫҫей лидерӗ.
Ҫавӑн пекех вӑл лартнӑ задачӑсене пурне те татса парасса шаннине палăртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Константин Кокошкин.
https://iz.ru/1539433/2023-07-05/putin-polozhitelno-otcenil-ekonomicheskie-pokazateli-rossii