Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Экономика
10 Июлӗн 2023, 13:32

Пушкӑртра предприниматель число программипе ӗҫлекен станоксен производствине йӗркеленӗ

Предприятин ӗҫ-хӗлӗпе ӗҫлӗ ҫул ҫӳренӗ май Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров паллашнӑ.

Пушкӑртра предприниматель число программипе ӗҫлекен станоксен производствине йӗркеленӗ
Пушкӑртра предприниматель число программипе ӗҫлекен станоксен производствине йӗркеленӗ

Бирскри предприниматель Дмитрий Зырянов станоксем туса кӑларассипе программа управленийӗпе аппаланать. Предприятин ӗҫ-хӗлӗпе ӗҫлӗ ҫул ҫӳренӗ май Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров паллашнӑ.

Бизнесне предприниматель 2012 ҫулта хӑйӗн гаражӗнчи пысӑках мар мастерскойӗнчен пуҫланӑ. Токарь станокĕсем вырнаҫтарса, металран малтанхи детальсене хӑйранӑ. Каярахпа Дмитрий Зырянов хӑйӗн бизнесне анлӑлатнă та число программа управленийӗпе станоксене пухма пуҫланă.

Ҫӗнӗ экономика условийӗсенче, ҫӗршыв импорта улӑштармалли рельсӑсем ҫине тӑнӑ чухне, ҫакӑн пек станоксемпе уйрӑмах усӑ кураҫҫӗ. Хӑйӗн цехӗсенче Дмитрий Зырянов чертежсем тӑвать, паллӑ производительсене детальсем заказ парать, заказ тӑрӑх япаласем пухать. Ҫулталӑкра вӑл 40 издели йӗркелет.

Предприниматель тӑвакан станоксем пӗтӗм ҫӗршыври промышленноҫӑн тӗрлӗ отраслӗсенче кирлӗ. Пысӑк пахалӑх тата пысӑках мар хакӗ вӗсене питӗ конкурентлӑ тӑвать. Станоксене Раҫҫей регионӗсене, Беларуҫа, Узбекистана тата Казахстана лартаҫҫӗ. Зырянов каланӑ тӑрӑх, заказсем ҫитес ҫур ҫула йышăннă. Дмитрий Зырянов Республика Пуҫлӑхне хӑй производство площачӗсене анлӑлатма шутлани ҫинчен каласа панă.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

 

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-07-08/v-bashkirii-predprinimatel-naladil-proizvodstvo-stankov-s-chislovym-programmnym-upravleniem-3332671

 

 

 

 

 

Пушкӑртра предприниматель число программипе ӗҫлекен станоксен производствине йӗркеленӗ
Пушкӑртра предприниматель число программипе ӗҫлекен станоксен производствине йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: